Нумаях пулмасть ачасем тата аслисем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли республикӑри конкурса тӑратнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышне Патӑрьелӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи Вероника Арланова режиссер хатӗрленӗ сценари те кӗнӗ. Вӑл аслӑ ҫынсен уявӗшӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Учреждение Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал-комплексӑн яланхи экспозиципе тата куравӗпе тӳлевсӗр паллашма сертификат панӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» журналисчӗ А. Астраханцева пӗлтернӗ тӑрӑх, Вероника Викторовна культурӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Г. Лебедев ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑскер малтанах районти культура ҫуртне аккомпаниатор пулса вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра информаципе методика пайӗн заведующийӗ шутланать.
Аксаринти Агентие тӳре-шара илтнӗ пулас. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче кун пирки ик кун каяллах, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Аксаринти Агентий ялти ФАПшӑн пӑшӑрханса кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл кӑларӑма Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Аксаринти ФАПа 2017–2019 ҫулсенчи программӑна кӗртнине пӗлтернӗ. ФАПа 2015 ҫулта хупнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхри ял ҫыннисене Ӗсмелти (Октябрьскинчи) врач амбулаторийӗнчи терапевтсемпе педиатрсем пулӑшнине ӗнентернӗ министр.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ.
Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханать. Ҫак ыйтупа вӑл ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗнерхи кӑларӑма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ. Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнчен клуб уҫнишӗн хавхаланса шӑнкӑравланӑччӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий вара пӑшӑрханупа алла телефон тытнӑ.
Агентий тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер патне темиҫе хутчен те шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна республика ертӳҫипе ҫыхӑнма май килмен. Ҫырупа та вӑл тухнӑ. Ял ҫыннисене канӑҫсӑрлантаракан фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлемест иккен. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тепӗр ФАПа та хупнӑ-мӗн.
«Эпир ӑҫта кӑна ҫитмерӗмӗр пулӗ», — чун ыратӑвне уҫрӗ эфирта Агентий. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви те шарламасть, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ те. «Мӗнле-ха капла?» — аптӑрарӗ Аксаринти хастар.
Михаил Игнатьев республикӑра миҫе ФАП пулнине каларӗ, малашне те вӗсене уҫма шантарчӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче пӗр талӑкра мӗн чухлӗ сӗт суса илнине шутланӑ.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, республикӑра пӗр талӑкра 393,6 тонна сӗт туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,8 процент нумайрах. Анчах сӗт тӑварлӑхе чакнӑ.
Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче вӑтамран пӗр талӑкра 13 килограмм сӗт сӑваҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 2,3 процент нумайрах.
Лайӑх сӑвӑм тӑвакансем те пур. Комсомольски районӗнчи «Асанкасси» ЯХПК, Элӗк районӗнчи «Новый путь» ЯХПК, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирма, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ общество пӗр ӗнерен 20 килограмм ытла сӗт суса илеҫҫӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнчи 22 пульницӑна тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тепӗр 7,5 миллион тенкине Раҫҫей Президенчӗн резерв фондӗнчен илӗҫ.
Кӑҫал Вӑрнар районӗн тӗп пульницине, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗп пульницин хӗрарӑмсен тата ача-пӑча консультацине юсӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн, Хулари ача-пӑча пульницин Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш филиалне тата Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницин Гладков урамӗнчи ача-пӑча инфекци стационарне тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Халӗ Куславкка районӗн тӗп пульницинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче кӑҫалхи Акатуя епле ирттерессине сумлӑ йышпа пуҫтарӑнса сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ирттернӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑна тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене кӗртнӗ. Вӗсем Акатуя хӑш вӑхӑтра ирттерме май пуррине, уявӑн сценарине сӳтсе явнӑ.
Ларӑва пухӑннисем Акатуйӑн тӗрлӗ сценарийӗ ҫинчен кӑна мар, ӑна ӑҫта ирттересси пирки те калаҫнӑ. Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ вариант сӗннӗ. Кашнин шухӑшне итленӗ хыҫҫӑн ҫитес ларура ку ыйту патне тепӗр хутчен таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. Ҫывӑх кунсенче (ку вӑхӑта хальлӗхе кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ) йӗркелӳ комитечӗ черетлӗ хут пуҫтарӑнӗ, Акатуя епле тата ӑҫта ирттерессине тӗплӗн тишкерсе сӳтсе явӗ.
27 ҫулти Дмитрий Тюмерова раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен шыраҫҫӗ. Ҫав кун вӑл килтен урама тухнӑ та ҫухалнӑ.
Дмитрий Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗнчен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул кунхине вӑл ирхине мунча хутма шыв йӑтнӑ. Кайран картишрен урама тухнӑ та ҫухалнӑ. Юлашки кунсенче вӑл хӑйне урӑхла тытнӑ: килте ларнӑ, сӑмах чӗнмен. Халӗ Дмитрие районӗпех шыраҫҫӗ, унӑн сӑнӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӑна кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче курнӑ.
Дмитрий хура калпак, хура куртка, тӗттӗм шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене тӑванӗсемпе ҫак номерсемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 8-937-386-73-45, 8-937-386-73-46.
Кӑҫал та пирӗн республикӑра Ҫӗнӗ ҫулти вӑрӑм канмалли кунсене усӑллӑ ирттерме май туса парӗҫ. «Новогодний лабиринт» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти пӑтрашуллӑ ҫулсем) ятлӑ мероприятисен ярӑмӗ кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче уҫӑлӗ те республикӑри сакӑр района илсе ҫитерӗ.
Ку проекта республикӑн Культура министерстви кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх, анчах вӑл пӗлтӗрхи ҫавӑн йышши мероприятисенчен амаланнине палӑртать. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр, чӑн та, «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта хута янӑччӗ.
Кӑҫалхи «Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт» хайӗн географине анлӑлатнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшенче Муркаш районӗнче кӗтеҫҫӗ, 3-мӗшӗнче – Етӗрне тата Элӗк районӗсенче, 4-мӗшӗнче – Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 5-мӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 6-мӗшӗнче – Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 7-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Куракан валли вӗсенче кашнинчех ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансенчен утавлӑ майпа укҫа илсе тӑнӑ. Ҫакна прокуратура тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти ваттисен ҫуртӗнче 19 ҫын пурӑнать. Вӗсене 5-ӗн пӑхаҫҫӗ. Ваттисем валли кунта условисем пур. 2015 ҫултанпа кунти сусӑрсем социаллӑ пулӑшупа усӑ курманшӑн паракан укҫана кашни уйӑхрах тытса юлма пуҫланӑ. Ку – саккуна пӑсни. Ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен пенсийӗнчен 75 процентне ҫеҫ тытса юлма юрать. Хӑшӗ-пӗри эмелшӗн компенсаци илет. Ӑна вара тытса юлма ирӗк ҫук. Ҫапла халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр сусӑрсенчен 120 пин тенкӗ тытса юлнӑ. Вӑтамран кашни сусӑртан – 10 пин тенкӗ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн центр директорӗ Галина Лаврова хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен тухса кайнӑ. Халӗ ваттисене укҫана тавӑрса пама пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |